Чӑваш Енри пилӗк тухтӑра «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» ят панӑ. Ҫав йышра: Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи участок пульницин пӗтӗмӗшле практика врачӗ Альберт Андреев, Республикӑн вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗн хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ Вадим Григорьев, Комсомольски районӗнчи тӗп пульницӑн хирургӗ Валерий Козлов, Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑн анестизиологипе реанимаци уйрӑмӗн заведующийӗ Галина Кузнецова, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн акушер-гинекологӗ Елена Чернова.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующине Галина Кольцовӑна «Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
Соцфонд пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 100 ҫултан каҫнӑ 50 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 47-шӗ – хӗрарӑмсем. Вӑрӑм ӗмӗрлисем ытларах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Вӑрнар районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Республикӑра 90-99 ҫулсенчи 5,5 пин ытла ҫын кун кунлать.
Чӑваш Енри чи аслӑ ҫын – Муркаш районӗнчи Неонила Белова. Вӑл Москакасси ялӗнче кун кунлать. Пӗлтӗр вӑл юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 106 ҫул тултарнӑ. Вӑл – нумай ача амӑшӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ. 6 ача ҫуратнӑран пенсие 47 ҫулта тухнӑ, анчах 81 ҫул тултариччен ӗҫленӗ.
Чӑваш Енре хӗрлӗхенпе (корь) чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 53 ҫын чирленине шута илнӗ. Вӗсенчен 50-шӗ - Шупашкарта, пӗрер - Комсомольски тата Шупашкар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта.
Кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 35 тӗслӗх пулнӑ. Пӗр уйӑхра тепӗр 18 ҫын хӗрлӗхенпе чирленӗ. Пирӗн республикӑра ку чирпе чирленӗ тӗслӗх 2019 ҫултанпа пулман.
Хӗрлӗхенрен хӳтӗлекен вакцина чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен килмеллине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Ен ҫитес ҫул 90 ытла троллейбус туянӗ. Кун пирки Чӑваш Ен правительстви хыпарланӑ.
ДОМ.РФ облигацисене усӑ курассипе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ Шупашкарти агломерацин электротранспорт паркне ҫӗнетес енӗпе республикӑна ырланӑ.
Ҫавна май республика 92 троллейбус туянӗ. Пӗр пайне «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ярӗҫ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗрремӗш маршрута ҫулталӑк вӗҫӗнче ярассине пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникинче тӗп тухтӑрта ӗҫленӗ Лидия Яковлевӑна тава тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ.
Лидия Андреевнӑна ырӑ сӑмахсем калама республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов, Чӑваш Ен парламенчӗн Председателӗн ҫумӗ Ольга Петрова, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Матина тата ыттисем пырса ҫитнӗ.
Лидия Яковлева – аса категориллӗ тухтӑр, сывлӑх сыхлас ӗҫӗн отличникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта пародонтологи службине пуҫарса яраканӗ. Ӗҫ биографине вӑл 1982 ҫулта стоматологран пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Яковлевсем пӗтӗм ҫӗршыври «Ҫулталӑк ҫемйи - 2023» конкурсра палӑрнӑ.
Пилӗк ачаллӑ Александр тата Татьяна Яковлевсем «Семья – хранитель традиций» (чӑв. Ҫемье — йӑла-йӗрке управҫи) номинацире ҫӗнтернӗ.
Телейлӗ мӑшӑр пӗрлешнӗренпе 28 ҫул ҫитнӗ. Кил хуҫи — ӳнер промыслисен ӑсти, вӑл хулӑ авса сӗтел-пукан тата кил-тӗрӗшре кирлӗ ытти япала ӑсталать. Татьяна дизайнер тумӗн автор ателйине тытса тӑрать.
Мӑшӑр Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкасси ялӗнчи тӑван килне те пӗрмай кайса ҫӳрет. Унта вӗсем пыл хурчӗсем тытаҫҫӗ, сад-пахчара ӗҫлеҫҫӗ.
Муниципалитетсенче пурӑнакансемпе танлаштарсан шупашкарсем тӳре-шара патне ҫырма питех те хастар. Регион управленийӗн статистики кӑтартса панӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла Шупашкар ҫыннисем халӑх тетелӗ урлӑ тӗрлӗ ҫитменлӗх пирки 4,5 пине яхӑн хутчен систернӗ.
Шупашкарсем хыҫҫӑн хастарлӑхпа ҫӗнӗ шупашкарсем, канашсем тата улатӑрсем палӑрса тӑраҫҫӗ.
Республикӑра пурӑнакансем урамсене, парксене, ҫуран ҫӳрекенсене ҫӳремелли вырӑнсене хӑтлӑх кӗртме ыйтаҫҫӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа, общество транспорчӗпе тата суциаллӑ пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те ҫынсене канӑҫсӑрлантараҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӳп-ҫап йышӑнакан комплексӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗнче граната тупнӑ. РГД-5 ятлӑскере тупсан комплекса ӗҫлеме чарнӑ, ӗҫлекенсене урама кӑларнӑ та ятарлӑ службӑсене чӗнсе илнӗ.
Специалистсем тӗрӗсленӗ те граната вӗренмелли пулманнине, унӑн детонаторӗ ҫуккине палӑртнӑ. Ӑна тата тӗплӗнрех тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап йышӑнакан комплекс ӗҫлесе пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм 5 банкра кредит илсе ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм патне иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ют ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫын тесе паллаштарнӑ, хӗрарӑма такамсем улталасшӑн тесе тыттарнӑ.
Ҫав ҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ячӗпе темле арҫын кредит илесшӗн-мӗн, укҫи-тенке упраса хӑварас тесе «хӑрушсӑр» счёт ҫине куҫармалла-мӗн.
Хӗрарӑм ултавҫӑсем каланӑ банксене кайса кивҫен укҫа илнӗ. Кредит учрежденийӗсенче ӑна ултавҫӑсем пулма пултарни ҫинчен асӑрхаттарнӑ, анчах вӑл никама та итлемен. Кредит илсе пурӗ 2 миллион тенкӗ ытла укҫана такамсене куҫарса панӑ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ арҫын Мари Эл вӑрманне, Звенигово районне, шур ҫырли пуҫтарма кайнӑ. Анчах ҫырла пуҫтарнӑ чухне пӗри ҫухалса кайнӑ. Тепри ӑна шыранӑ, анчах кӑлӑхах.
Ку хыпар Мари Элти ҫӑлавҫӑсем патне ҫитнӗ. Кӑнтӑрла вӗсем арҫынна шырама тухнӑ. Ку ӗҫе ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ.
Арҫынна тепӗр кун, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 15 минутра тупнӑ. Палӑртмалла: вӑл 1952 ҫулта ҫуралнӑскер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |